Google.Translate сервиса чӑваш чӗлхине кӗртес тӗлӗшпе пулӑшу эпир сирӗнтен унччен те ыйтнӑччӗ. Шел те, хыпарне вырнаҫтарнӑ чухне кӑна пулӑшакансем хастаррӑн хутшӑнчӗҫ, каярах вара ҫак ӗҫ пирки пачах та манчӗҫ. Ҫавна май Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ сире ку ӗҫе тепӗр хут хутшӑнма йыхравлать!
Пулӑшма кӑмӑл пур пулсан ҫак ӗҫ пӗрре те йывӑр мар. Ҫакна унччен хутшӑннисем те ҫирӗплетсе пама пултараҫҫӗ. Пулӑшас текенсен мӗнле утӑмсем тумаллине ятарлӑ статьяра ҫырса кӑтартрӑмӑр. Кӗскен каласан, сирӗн Google.Translate сайта уҫмалла та, «Предложить перевод» пускӑч ҫине пусса ятарлӑ пая кӗмелле. Кунта чӑваш чӗлхине суйламалла та («английский–>чувашский» мӑшӑра) е куҫарусем сӗнмелле, е ыттисем куҫарнине тӗрӗслемелле. Пулчӗ те.
Ку пулӑшӑва акӑлчанла пӗлмесен те ним йывӑрлӑхсӑр тума пулать. Google е Яндекс пулӑшнипе ним мар акӑлчанларан вырӑсла (Яндексӗ вара тӳрех чӑвашла та куҫарма пултарать!) куҫарма пулать. Вырӑслине чӑвашла куҫарма вара йывӑр мар. Кӑмӑл кӑна пултӑр!
Сӑмах май, чӑвашсем «ҫывӑрнӑ» хушӑра пушкӑртсем те, яккутсем те пирӗнтен иртнӗ. Чеченсем пирки каласси те ҫук.
Чӑваш Енри шкулсенчи ачасем чӑваш чӗлхипе тата литературипе, тутар чӗлхипе тата литературипе, мордва чӗлхипе тата литературипе регион тата халӑхсем хушшинче олимпиадӑсенче ҫӗнтернӗшӗн вӗсен вӗрентекенӗсене укҫан хавхалантарма йышӑннӑ. Документа республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Хӑш-пӗр учителе 100-шер пин тенкӗ преми парӗҫ, хӑшӗсене — 50-шар пин тенкӗ. Вӗсем Патӑрьел, Йӗпреҫ, Улатӑр, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Муркаш, Комсомольски районӗсенчи шкулсенче ӗҫлеҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Наци музейӗ республикӑри тата чӑваш диаспорисенчи ал ӑстисен «Живи, узор чувашский» (чӑв. Пурӑн, чӑваш тӗрри) конкурсне ирттерессине пӗлтернӗ. Кӑҫалхи пултарулӑх ӑмӑртӑвӗн теми – «Салтак тутри».
Конкурс утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ, вӑл юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Унта хутшӑнакансем салтак тутрине тӗрлӗҫ.
Хатӗр ӗҫсене авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗччен Шупашкарти чӑваш тӗррин музейӗнче йышӑнӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш тӗррин кунӗнче чыслӗҫ.
Шупашкарти 40-мӗш шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентекен Александр Степанов Пӗтӗм Раҫҫейри ӑсталӑх конкурсне хатӗрленет. Кун пирки «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтерет.
Тележурналистсем пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑван чӗлхе учителӗсен конкурсне ҫӗршывӑн Ҫутӗҫ министерстви пӗрремӗш хут йӗркелет. Ӑна вӗрентекенсен ӑсталӑхне ӳстерес, ӗҫлеме хавхалантарас, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма май туса парас тесе пуҫарнӑ. Ӑмӑрту икӗ тапхӑрпа иртӗ: малтан — регион шайӗнче, унтан — Раҫҫей шайӗнче. Ӑмӑртӑвӑн куҫӑнсӑр тапхӑрӗ ҫурла уйӑхӗн 8-20-мӗшӗсенче пулӗ.
Александр Марсович 2-мӗш класс ачисемпе ирттернӗ урока тӗрӗк чӗлхисен тӑванлӑх терминӗсене халалланӑ.
Пушкӑртстан Республикинчи Талпасӑ ялӗнче нумаях пулмасть «ҫавра сӗтел» иртнӗ.
Елизавета Долгова «Контактра» пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫлӗ калаҫӑва Пушкӑртстанри чӑвашсен наципе культура ушкӑнӗсен ертӳҫисем хутшӑннӑ. «Ӗҫтешсем пӗр-пӗрне хӑйсен ӗҫ опычӗпе паллаштарчӗҫ, малашнехи мероприятисене пӗрле хутшӑнса йӗркелесе ирттерме калаҫса татӑлчӗҫ», — хыпарланӑ Елизавета Долгова.
Талпасӑри «ҫавра сӗтелте» «Канаш» ятпа чӑвашсен наципе культура автономийӗ йӗркелеме йышӑннӑ. Вӑл Пушкӑртстанри чӑваш хастарӗсене пӗрлештерӗ.
Чӑваш Енре йышӑннӑ «Чӑваш чӗлхине упраса хӑварасси, вӗренесси тата аталантарасси» ҫумпрограммӑпа килӗшӳллӗн республикӑн Наци вулавӑшӗ библиотекӑсене чӑвашла 4 786 экземпляр кӗнеке ҫитерсе парӗ.
Кӗнеке фончӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ тӗрлӗ ятлӑ 11 кӗнекепе пуянланӗ. Ҫав списокра, сӑмахран, Владимир Степановӑн «Великие битвы наших предков = Пирӗн несӗлсен аслӑ вӑрҫисем», Юлия Николаеван «Вӑрҫӑ ҫӑкӑрӗ» кӗнекисем, Сергей Журавлевӑн «Фотокорреспонденты Чувашии. Биографии = Чӑваш Ен фотокорреспонденчӗсем. Вӗсен пурнӑҫ ҫулӗ» альбом-справочникӗ пур.
Республикӑра шкул ачисем валли «Янра, чӑваш чӗлхи» онлайн-проект старт илнӗ. Ӑна ЧР Вӗренӳ институчӗ йӗркелет.
Ятарлӑ уроксене Rutube-каналта курма пулать. Занятисене тӗрлӗ ӳсӗмри ачасем валли хатӗрленӗ. Тӗслӗхрен, Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш шкул вӗрентекенӗ Оксана Ильина чӑваш чӗлхипе кӗҫӗн классене паллаштарать. Шупашкарти 40-мӗш шкулта вӗрентекен Александр Степанов (сӑмах май, вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсен ӑсталӑх класӗнче гран-при илнӗ) вӑтам классем валли урок хатӗрленӗ.
Хальлӗхе икӗ занятие ҫеҫ пӑхма пулать. Ҫитес вӑхӑтра ҫӗнӗ уроксем те пулӗҫ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Ай юрлар-и, ай ташлар-и» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унӑн авторӗ – Алевтина Петрова-Пирогова.
Кӑларӑм темиҫе пайран тӑрать: инсценировкӑсенчен, музыка вӑййисемпе нотӑсемлӗ юрӑсенчен. Кӗнекере Ҫӗнӗ ҫул, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне ирттермелли, ача пахчипе сывпуллашмалли сценарисем вырӑн тупнӑ. Чӑваш вӑййисенче автор хӑйӗн тӑван тӑрӑхӗнчи – Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлти – фольклорпа усӑ курнӑ.
Алевтина Петрова-Пирогова 1951 ҫулта Шуршӑлта ҫуралнӑ. Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ, Ҫӗрпӳри культурӑпа ҫутӗҫ училищинче ӗҫленӗ. 1975 ҫулта тӑван ялне таврӑнса «Солнышко» (чӑв. Пӗчӗк хӗвел) ача пахчинче ӗҫлеме тытӑннӑ. Мероприятисене чӑвашла ирттерессипе нумай ҫине тӑнӑ. Ача пахчинче 34 ҫул тимленӗ вӑхӑтра чӑвашла нумай сценари ҫырнӑ, вырӑсларан та чӑвашла куҫарнӑ.
Республика кунӗ умӗн пирӗн, тӑван чӗлхепе литературӑна юратакан чӑвашсемшӗн, паха кӗнеке кун ҫути курнӑ. «Вӑхӑт тараси» кӑларӑма Марина Карягина поэтӑн 2010-2022 ҫулсенче ҫырнӑ хайлавӗсем кӗнӗ.
Кӗнеке аннотацийӗнче калашле, «поэт самана сулнӑкӗнчи этемӗн пурнӑҫри хура-шурне ҫынлӑхпа чыса, тивӗҫе тӗрӗслекен вӑхӑт тараси ҫине хурса виҫет тейӗн».
Кӗнекене тӗрлӗ формӑпа ҫырнӑ сӑвӑсем: тавтограмма, рубаи, икйӗркелӗх, терцет, сонет кӑшӑлӗ, панторим, палиндром, монопалиндром, амфистроф — хальхи чӑваш поэзине хӑйне евӗр курӑмпа пуянлатаҫҫӗ.
Кӗнекене Станислав Юхтар художник ӳкерчӗкӗсемпе илемлетнӗ. Кӑларӑм «Ҫӗнӗ вӑхӑт» типографире пичетленсе тухнӑ.
Чӑвашла произведенисем хайлама республика хыснинчен укҫа ытларах уйӑрса пама тытӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫӗршывӑн культура министрӗн ҫумне Ольга Яриловӑна пӗлтернӗ. Федераци шайӗнчи тӳре-шара пирӗн республикӑра пулнӑ, унпа регион ертӳҫи тӗл пулса калаҫнӑ.
Олег Николаев пирӗн тӑрӑхра культура отрасльне укҫа-тенкӗ чылай хывнине хыпарланӑ. «Сӑмахран, чӑвашла произведенисем хайлама эпир грантсен виҫине икӗ хут ӳстертӗмӗр», — тенӗ республика ертӳҫи.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |